Ҫӗнӗ Шупашкарти организацисенчен пӗринчи производство цехӗн пуҫлӑхне ӗҫре рабочи вилнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, цехра ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса тӑрсан ун пек инкек пулмастчӗ. Пӑтӑрмах 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине сиксе тухнӑ. Ҫурма фабрикат упранакан бункера тасатнӑ чухне 56 ҫулти рабочи керамзит айне пулнӑ. Шар курнӑ этем инкек вырӑнӗнчех куҫне хупнӑ.
Суд цех пуҫлӑхне 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама, сӑнав вӑхӑтне 1,5 ҫуллӑха палӑртса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта рабочи аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, слесарь юр тасатма кансӗрлекен бетон блока куҫарма тӑнӑ. Блок арҫыннӑн ури ҫине ӳкнӗ. Шар курнине ӗҫтешӗсем пирвайхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Рабочие пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.
Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти кафе умӗнче икӗ арҫын ҫапӑҫса кайнӑ. Палламан арҫын 30-ти арҫынна пуҫӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ тӳнсе кайнӑ. Хайхискер унӑн сумкине йӑтса кайнӑ. Унта документсем, банк картти пулнӑ.
Шар курнӑ арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Палламан ҫыннӑн номерне часах шыраса тупнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ чееленме шутланӑ: ун патне ӳсӗр пӗлӗшӗ пек шӑнкӑравланӑ, тӗл пулма ыйтнӑ. Лешӗ ӑна-кӑна чухламасӑр хӑй ӑҫтине каланӑ. Ҫапла ярса тытнӑ та ӑна. Вӑл ют ҫын карттипе усӑ курма та ӗлкӗрне.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать.
«Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пенсинерсем кӗнеке ӑшне вуланӑ вырӑна тупма хуракан хӑйӑва чӑвашла эрешсемпе илемлетнӗ.
Асӑннӑ хулари «Манӑн социаллӑ центр» клуба ҫӳрекен ватӑсем тӗрлӗ енӗпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ. Унти «Тӗрӗ тӗнчи» клуба та халӑх йышлӑ пуҫтарӑнать.
Кӗнеке хушшине хумалли ятарлӑ хӑйӑва ал ӑстисем чӑвашла капӑрлатма шухӑш тытнӑ. Тӗрлесе хатӗрленӗ хӑйӑва икӗ енлӗн усӑ курма пулать. Вӑл икӗ енчен те ҫыпӑҫуллӑ пулса тухнӑ. Тӗрлеме вара кинемейсем хӗрлӗ, сарӑ тата хура тӗссемпе усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее алӑри укҫана банка илсе кайса тӗрӗслемелле тесе ӗнентернӗ.
Укҫа патне пӗр ҫамрӑк пынӑ. Ватӑ ҫын ӑна 340 пин тенке тыттарса янӑ. Укҫана каччӑн ултавҫӑсене куҫарса памалла пулнӑ. Анчах ҫапла тума май килмен. Кун хыҫҫӑн вӑл куратора шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хайхискер каччӑ патне пултаруллӑ ӗҫчене ярса пама шантарнӑ. Каччӑ патне иккӗн пынӑ та укҫана илсе кайнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн каччӑ каллех куратор патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна полицие пӗлтерме сӗннӗ.
Халӗ 18 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем кинемее шар кӑтартнӑ ытти ҫынна та шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ хваттер алӑкне чӗртсе янӑ. Пушар пилӗк хутлӑ ҫуртсенче пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре, Семёнов урамӗнчи 39-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш подъездӗнчи 5-мӗш хутри алӑка чӗтсе янӑ. Пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Ҫав кун каҫхи 17 сехет тӗлӗнче Терешкова урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри алӑка чӗртсе янӑ.
Икӗ эрне каялла Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсене чӗртсе янӑ. Ун чухне Лебедев урамӗнчи 3-мӗш ҫуррти хваттерсенчен пӗрин алӑкне тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 48-мӗш ҫуртра урая шар кӑтартнӑ.
Юстицин аслӑ канашҫине Сергей Алексеева Канашри районсен хушшинчи прокурора ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ.
Сергей Алексеев 1983 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн прокуратура органӗсенче 15 ҫул тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2020 ҫултанпа ЧР прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ.
Аса илтерер: унччен Канашри районсен хушшинчи прокуратурӑна Сергей Фирсов ертсе пынӑ. 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе вӑл - Шупашкар хулин прокурорӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета ҫӗмӗрнӗ иккен. Кунпа усӑ курса ултавҫӑсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Ҫак хӗрарӑм хушнипе арҫынпа арӑмӗ банка 500 пин тенкӗ кредит илме кайнӑ. Укҫана вӗсен «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла пулнӑ.
Банк менеджерӗ сисчӗвленнӗ: арҫын пӑлханнӑ, ыйтусене йӗркеллех хуравламан. Банк ӗҫченӗ ултавҫӑсем усӑ куракан мел пирки каласа кӑтартсан тин арҫын йӑлтах каласа панӑ. Менеджер ӑна полицие кайма сӗннӗ.
Мария Большакова менеджера вара ШӖМӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |